Чӑваш чӗлхи
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑвашла скайппа калаҫма пулать иккен. Кун пирки «Аван-и? ☼ Чӑвашла Messengerсем» ушкӑнра паян ирпе Сарман Игитбаев ятлӑ ҫын пӗлтернӗ. Унта ҫапларах ҫырса хунӑ: «Тусна, тӑванна, юратнӑ ҫынна тӳлевсӗрех шӑнкӑравла — скайпра! Паллашма, выляшма, туслашма, тавлашма — скайпа! Скайппа усӑ куракансем пӗр-пӗрне тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Скайп кунсеренех пуплеме те, кирлӗ ӗҫ тума та пит меллӗ хатӗр». Унтан ҫапла хушса хунӑ: «Паянхи кун чӑвашла калаҫакансем, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл тунисем тӗнчипех пурӑнаҫҫӗ. Ку ушкӑна скайпра та тӑван чӗлхепе, чӑваш чӗлхипе пуплешекенсене ҫыхӑнма йӗркеленӗ». Скайппа чӑвашла калаҫас тесен http://vk.com/topic-143142075_35131349 каҫӑпа иртсе логин ҫырса хӑвармалла. Калаҫӑвӑн тӗллевне те палӑртма юрать иккен. Унтах конференц-канашлу е презентаци те йӗркелеме пулать тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пинеслу (Татьяна Николаева) Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле. «Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Тӑван радио, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланать. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑвашлӑх анинче ятарласа вӑй хуракансем яваплӑха туйса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех хамӑр халӑхӑн пултаруллӑ вӑйне кӑтартма тивӗҫ. Иртнӗ ҫулсенчи диктант тексчӗсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина тележурналист хатӗрленӗччӗ, чӑвашсен паллӑ прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни («Асран кайми кун») тата А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Электронлӑ сӑмахсар» сайт ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Нумаях пулмасть эпир унта М.И. Скворцов хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарьне» (2004) кӗртрӗмӗр. Вӑл пурӗ 3600 яхӑн сӑмахран тарать. Электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе Аҫтахар Плотниковпа Татьяна Цыркунова хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ словарь сӑмахсар сайтӗнче тӳлевлисен йышӗнче пулӗ. Унпа усӑ курас тесен сирӗн абонемент туянма тивӗ. Хакӗ — ҫур ҫул усӑ курмашкӑн 200 тенкӗ. Ҫапла май пухнӑ укҫана эпир ҫӗнӗ словарьсем сканерласа кӗртме ярӑпӑр. Тӗслӗхрен, Н.Ашмаринӑн сӑмах пуххине. Абонемент туяннӑ чухнехи тӳлев мелӗсем ҫӑмӑл. Е карточкӑпа (VISA, MasterCard, МИР) усӑ курма пулать, е карас телефонӗнчи счётпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ? Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар. Шӑп та лӑп видео техникипе усӑ курса сӑвва чи лайӑх каланине ҫырса илмелли. Ӳкер эс ӑна пӗр виҫӗ-тӑватӑ хут та кайран суйласа чи лайӑххине ярса пар. Кулленхи пурнӑҫра та ҫак ҫынсем ман шутпа ячӗшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир вырӑссем пек те тутарсем пек те аталанаймастпӑр. «Ячӗшӗн» пурӑнатпӑр... Пӗр япалана эп ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Хӑш-пӗр ӗҫре видео ҫырнӑ вӑхӑтра вӗрентекенсен сассисем те ҫырӑнса юлнӑ. Леш, хайхи «Начали» текеннисем. Калас пулать — чӑвашла ирттерекен конкурссене 99% чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хутшӑнаҫҫӗ. |
Чӑваш чӗлхи
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестиваль иртнӗ. Республика шайӗнче йӗркеленнӗскере 3-5-мӗш классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем пухӑннӑ. Кӑҫал конкурса Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата республикӑри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ. «Сӑвӑ чи ӑста калакан» номинацире тӑван чӗлхе, ҫӗршыв, анне ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. «Чи лайӑх сценка» номинацире ачасем ӑста вылянӑ. «Чи лайӑх юрлакан» номинацире халӑх, эстрада юррисем янӑранӑ. «Хунав» фестиваль ача пахчинчи ачасен хушшинче иртнӗ. Вӗсем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестивале хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал унта район шайӗнче ҫӗнтернӗ 100 ача тата 17 пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль иртнӗ. Ӑна Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Уява ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников ЧР культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи тата Альбина Юрату поэтессӑсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Уяв «Тӑван ялтан — космос таран» куравран пуҫланнӑ. Унта икӗ курав ӗҫленӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутатакан картинӑсем тата «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн пайташӗ П.Васильевӑн фото-куравӗ. Юрий Исаев ку мероприяти чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй ашшӗ-амӑшӗ панӑ чӗлхепе хаваспах калаҫнине пӗлтернӗ. Мероприятие «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх пуҫарнипе йӗркеленӗ. Фестивальте 13 лапам ӗҫленӗ. Вӗсенче шкул ачисем хӑнасене ӗлӗкхи йӑла, культура, тӗрӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Азалия Гималиева Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипех тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ. Ҫав кун умӗн Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсен улттӑмӗш фестивальне ирттернӗ. Уҫӑ уроксене 22 вӗрентекен пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шкултан пырса ҫитнӗскерсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупса урока кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ. Тренккассисем хӑйсем патӗнче Владимир Путин пулнине паян та манмаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ираида Фомина ҫав саманта ӑшшӑн аса илнине Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтерет. «Эсир питӗ хитре каалҫнине кура чӑвашла вӗренес килсе кайрӗ», — ҫӗршыв Президенчӗн ҫак сӑмахӗсене вӑл халӗ те ӑшшӑн аса илсе ачасене хавхаланупа вӗрентет. Чӑн та, ҫиччӗмӗшне ҫӳрекен тутар хӗрӗ Азалия Гималиева та, ав, чӑвашла кӑмӑлтан вӗреннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Турайри куравра Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта вырӑнти шкулта ҫиччӗмӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Федор Тимофеев ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитнӗ. Тимухха Хӗветӗрӗ 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне, 1930 ҫулта СССР АН ҫумӗнчи Яфет институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркеленӗ. Вӑлах тӑван чӗлхен вӗренӳ кӗнекисене тата программисене пуҫласа хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Хавал» уйлӑха кӑҫал та пуҫтарӑнӗҫ. Ун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче асӑннӑ ушкӑн ӗнер пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхине пӗр-пӗринпе калаҫса хаваслӑн вӗренес текенсенчен нарӑсӑн 28-мӗшӗччен йӗркелӳ взносне йӳнӗ хакпа пухаҫҫӗ. 5 ҫулчченхи ачасемшӗн укҫа илмӗҫ, 5–12-рисемшӗн 200 тенкӗ тӳлемелле, шкул ачисен — 300 тенкӗ, студентсен — 400 тенкӗ, ыттисен — 500 тенкӗ. Тӗлпулу тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Унсӑр пуҫне — тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси те. Йӗркелӳ взносне Шупашкарта Алпарух (Александр Блинов), унӑн телефонӗ — 89023285051, йышӑнать; Самарта — Тӑшман (Антон Вечкунин), унӑн номерӗ — 89608420924; Мускавра — Салампи (Оксана Антонова), телефон номерӗ — 89680799852. Ытти хулара пурӑнакансем ыйтӑва ҫак каҫӑпа уҫамлатайӗҫ: cv-haval.org/ru/node/89. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |